Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗнче тетелӗ

Нумай пулмасть Mozilla Foundation организаци Firefox браузера ҫӗнетнӗ, унӑн 5-мӗш версине кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхсем сахал мар: CSS-анимацие ӑнлана пуҫланӑ, HTML5 стандартпа лайӑхрах ӗҫлет. Javascript ӗҫне те якатнӑ — хӑвартрах ӗҫлемелле. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ верси компьютер пурлӑхӗсене те ытлашши тӑкакламасӑр усӑ курать. Пысӑк ҫӗнӗлӗх шутне «Do-not-track» функцие кӗртме пулать — ӑна усӑ курсан сайтсем усӑҫ ӑҫта ҫӳренине сӑнамӗҫ.

Пӗтӗмӗшле илсен малтанхи 4-мӗш версипе (вӑл кӑҫал пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ) танлаштарсан пурӗ пин ытла ҫӗнӗлех кӗртнӗ — вӗсем браузера хӑвартрах ӗҫлеме, усӑҫ ӗҫне ҫӑмӑллатма тивӗҫ.

Браузера эсир кунтан уҫласа илейретӗр (вырӑслине). Ӑна чӑвашлатма та пулать — 5-мӗш версинче ӗҫлекен хушӑма кунта тупайратӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2011/06/21/five/
 

Телекурав сайтчӗн скринӗ
Телекурав сайтчӗн скринӗ

Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче тепӗр интернет-телекурав ӗҫлеме пуҫларӗ. «Чувашское ТВ» ятлӑскер yatv.ru ҫинче никӗсленет. Асилтеретпӗр, нумай пулмасть кунтах Михайловка шкулӗн каналӗ уҫӑлнӑччӗ. Ҫӗнӗ канал чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗ, кунта юрӑ-кӗвӗ, тӗрлӗ клипсем, ҫав шутрах чӑваш культурине ҫутатаканнисем те, пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yatv.ru/chuv/
 

Ҫак эрнере тӗнче тетелӗшӗн пӗр пысӑк пулӑм пулса иртнӗ — ICANN (Internet Corporation for Assigned Names and Numbers) организаци тӗп пулран юлашки IРv4 адрес блокӗсене валеҫсе панӑ. Вырӑнти службӑсем хальлӗхе уйӑрса параҫҫӗ-ха, анчах та тепӗр темиҫе уйӑхран вӗсен те ирӗклӗ адрессем пӗтӗҫ. Ҫапла май Тӗнче тетелӗн малашне 6-мӗш версипе ӗҫлеме тивӗ.

Ку пулӑма халалласа ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ, унта ҫак енпе ӗҫлекен ытти организацисем те хутшӑннӑ — Number Resources Organization (NRO), Internet Architecture Board (IAB) тата Internet Society.

ICANN президенчӗ тата тӗп директорӗ Род Бексторм (Rod Beckstrom) хӑй сӑмахӗнче ҫак пулӑм питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каланӑ. 4-мӗш версиллӗ адрессем пӗтессе тахҫанах хатӗрленни техниксен пӗрлӗхӗшӗн ӑнсӑртлӑх пулманни те паха пулни ҫинчен пӗлтернӗ вӑл. Тӗнче тетелне малалла аталанма чӑрмав кӑлармасса шанса каланӑ.

Асилтеретпӗр, IРv4 версинче адрес вӑрӑмӑшӗ 32 битлӑ пулнӑ. 6-мӗш версинчи тӑршшӗ вара — 128 бит. IРv4 пӗтӗмӗшле 30 ҫул ӗҫленӗ, халӗ унӑн кунӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ протокол ҫине пӗтӗмӗшле кӑҫал куҫма шутлаҫҫӗ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче ӑна ятарласа тӗрӗслӗҫ — IPv6 тӗнче кунне (World IPv6 Day) ирттерӗҫ.

 

Авӑнӑн 19-мӗшӗнче ҫӳлти шайри .su домена никӗсленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Шӑп та лап 20 ҫул каялла, иртнӗ ӗмерхи 1990-мӗш ҫулта, ку домена СССР патшалӑхне панӑ. 2009 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче домена Раҫҫей ҫине куҫарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн тепӗр ҫӳллӗ шайри доменне, .ru-на, 1994 ҫулта никӗсленӗ.

Малтанхи вӑхӑтра иккӗмӗш шайри доменсене «Релком» тата «Демос» организацисем тытса тӑнӑ. 2010 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче административлӑ ӗҫсене «Технический центр интернет» организацине куҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш шайри доменсене пурӗ 13 компани регистрацилет.

 

Авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне .su доменра иккӗмӗш шайрисен шучӗ 88 пинрен иртнӗ пулнӑ. Танлаштарма: .ru доменра — 3 миллион ытла. Хальхи вӑхӑтра, .рф домена хута яма тытӑннӑран, .su доменсен йышӗ ӳсме пӑрахнӑ тет.

Пӗлме: .su домен ячӗ «sovet union» сӑмахсемпе вуланать. Ҫавӑн пекех, чӑвашсем ӑна «suvar» (сӑвар) ятпа та вулама пултараҫҫӗ.

 

Тӗнче тетелӗн Раҫҫей пайӗнче пӗрремӗш кирилл саспаллилӗ доменсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Кун пирки «Новости» РИА Андрей Колесниковӑн сӑмахӗсем ҫине таянса пӗлтерет.

Пӗрремӗш доменсем шутне «президент.рф» тата «правительство.рф» кӗчӗҫ.

Националлӑ доменӑн координаци центрӗн директорӗ Андрей Колесников ку хыпара паян Мускавра уҫӑлнӑ тӗнче тетелне тытса тӑрас ыйтусене сӳтсе явмалли пӗрремӗш канашлура пӗлтернӗ. Хальлӗхе пур браузер та вӑл доменсемпе ӗҫлеймест иккен, ҫавах та ытларахӑшӗ вӗсене ӑнланать. Ҫавӑн пекех ку доменсем ытти ыйтусене те кӑларса тӑратаҫҫӗ (тӗслӗхрен, ping ӗҫлемест).

Канашлӑва ICANN корпорацийӗн пуҫлӑхӗ те хутшӑннӑ, вӑл Колевникова «.рф» домена тытса тӑма май паракан сертификат тыттарнӑ.

 

Google пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче тӗл пулакан кодировкӑсенче Unicode пайӗ 50% ҫывхарма пуҫланӑ. Unicode — пӗр саспалли е паллӑ валли темиҫе байт усӑ куракан кодировка. Ӑна усӑ курса тӳрех темиҫе алфавитпа ҫырма май пур. Юникода тӗнчери пур ҫыруллӑ алфавит та вырнаҫать. Ҫавӑнпа та ун тӳпи малашне ӳссех пырӗ. Пирӗн сайт та юникода усӑ курать — ҫавӑнпа та унта чӑвашла та, вырӑсла та, кирлӗ пулсан ытти чӗлхесемпе те материал вырнаҫтарма май пур.

 

Каласа хӑвармалла — Юникодпа ҫырнӑ документсен йышӗ ыттисенчен 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче иртсе кайнӑ. Ун чухне тӗнче тетелӗнче ӑна 25% документра усӑ курнӑ. Вӑл вӑхӑтра ASCII кодировка та ҫав шайрах пулнӑ (2001 ҫулта вӑл кодировкӑпа ҫырнӑ документсен йышӗ 55% ҫитнӗ). Хальхи вӑхӑтра вара ASCII-пе ҫырнӑ документсем 20% йышӑнаҫҫӗ.

Раҫҫейре кӑмӑллакан cp-1251 кодировкӑн хисепӗ вара 10% та ҫитмест.

Сӑн ҫинче: тӗрлӗ кодировкӑн тӳписем

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ